Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре парксен йышӗ пӗрре маррине пӗлетӗр пулӗ. Кӑҫал вара вӗсем пӗринче ача-пӑча паркне ӑҫталама пуҫланӑ. Ҫуллахи вӑхӑтрах тытӑннӑ — нимелле чуччу, турник тата сак ӑсталаса лартнӑ.
Кӗр вӑхӑтӗнче те ӗҫ сӳнсе ларман кивӗэйпеҫсен — ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Казанцев Василий Петрович ертсе пынипе ача-пӑча парне маллалла ӑсталаҫҫӗ. Хальхинче каток валли вырӑн тума татӑнчӗҫ. Материалӗпе Казанцев А.Н. тивӗҫтернӗ иккен, Лебедев А.Н. вара платник ӗҫне тӑвать — савалать, касать, якатать. Ӗҫе вӗҫлесен ку парк ачасемшӗн чӑн та чаплӑ вырӑн пулма тивӗҫ.
Ӗнер пирӗн республикӑра «Таса шыв» федераци программине пурнӑҫланине сӳтсе явнӑ. Канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Унта районсемпе хуласаен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, проект тата подряд организацийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Михаил Игнатеьв каланӑ тӑрӑх, пысӑк объектсем тӑвассипе пырать-ха, ҫапах та ӗҫ пахалӑхӗ пур чухне те тивӗҫтермест. Кирлӗ туприне те уйӑрнӑ, тивӗҫлӗ хутсене яваплсием алӑ пуснӑ, анчах хӑш-пӗр ҫӗрте паян кун та пахалӑхлӑ шывпа усӑ кураймаҫҫӗ.
Канашлура Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗсене, Ҫӗрпӳ хулине, Шӑмӑршӑпа Патӑрьел районне таса шыв ҫитересси епле пынине сӳтсе явнӑ. Ӗҫ шайӗ кирлӗ пек марри проектсене йӗркеллӗ туманнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Канашлура кашни объектпа туса ирттермелли ӗҫсене палӑртса хӑварнӑ.
Унта ҫитес тесен ачасен тем те туса кӑтартмалла. Тепӗр тесен, ытла темех те мар: ҫичӗ тапхӑртан тӑракан ырӑ ӗҫ. Вӗсем кашниех ҫутҫанталӑка ырӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑскерсем пулмалла. Ансат ӗҫ шутне территорие тирпей-илем кӗртнине тата йывӑҫ лартнине кӗртме пулать. Кӑткӑсраххисен шутне — ҫутҫанталӑка упрамалли тата сыхламалли ҫинчен ыттисене те каласа кӑтартнине.
Конкурса Шӑмӑршӑ районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗпе Улатӑр районӗнчи «Сӑрҫум» заповедник пӗрле ирттереҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ пирки каланӑ май заповедникӑн пай пуҫлӑхӗ Александр Яковлев ҫутҫанталӑка сыхлассипе кӑҫалхи тӗллевлӗ ҫулталӑк пынӑ вӑхӑтра кӑна ҫине тӑни ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ.
«Ҫутҫанталӑк патне тунӑ ҫичӗ утӑм» конкурса хутшӑнакансен ырӑ ӗҫсене ҫирӗплетекен ҫичӗ сӑнӳкерчӗк ярса памалла. Вӗсемшӗн сасӑлассине тӗнче тетелӗнче йӗркелӗҫ.
Тӗрӗссипе вӗсем кӑна мар-ха. Тата ӑна-кӑна илсе паракан (сӑмах подсобниксем пирки пырать) рабочисем, грузчиксем, слесарьсем, токарьсем тата, кирек ӑҫти пекех, сутуҫӑсем кирлӗ. Кун пирки район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх ӑнланма пулать.
Пысӑкрах шайри специалистсем валли вырӑн вара сайрарах тупӑнать. Ҫапах та вӑл тӑрӑхри предприятисем инженерсем, конструкторсем, тӗрлӗ профильлӗ ытти хӑш-пӗр специалист шыранине пӗлтеркелеҫҫӗ-мӗн.
Район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче уйрӑмах кирлӗ специальноҫсене кӑтартни тӑрӑх хакласан, улатӑрсене 27 врач, 11 инженер, 13 водитель, 60 ҫӗвӗҫ, 18 каменщик, 26 сутуҫӑ, 36 подсобнӑй рабочи кирлӗ.
Ӗнер Етӗрне районӗнчи Чаканар ялӗнчи авалхи чиркӳ вутпа кӗлленнӗ. Тӗрӗссипе, чиркӳ ҫӗрпе танлашнӑ тени тӗрӗсрех те пулать.
Энциклопедийӗнче ҫав кӗлӗ ҫуртне 1784 ҫулта тунӑ тесе палӑртнӑ иккен. Пушар тӑр кӑнтӑрла, 13 сехетре, тухнӑ. Пӗрремӗш пушар машинисем инкек вырӑнне 10 минутран ҫитнӗ-мӗн. Вӑл тӗле чиркӗве ҫулӑм ярса илме ӗлкӗрнӗ теҫҫӗ. Юнашар хуралтӑсене кӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Тӗпчевҫӗсем халӗ пушар сӑлтавне палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Чӑвашра чиркӳ ҫунни пӗрремӗш тӗслӗх мар теҫҫӗ астӑвакансем. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнчи чиркӳ куполне аслати ҫапнипе чӗрӗлсе кайнӑ. Пӗлтӗр вара Улатӑр районӗнчи Миренки салари 18-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче–19-мӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче туса лартнӑ чиркӳ кӗлленнӗ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енре ӗҫ укҫи парӑмӗ 3,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Чӑвашстат уйӑх каяллахи ҫав кунпа танлаштарса пӑхнӑ та парӑм виҫи ҫав тапхӑртинчен 51,7 процент чакнине асӑрханӑ. Федерацин Атӑлҫи регионӗнчипе те виҫсе хакланӑ. Пирӗн патри ӗҫ укҫи парӑмӗ чи пӗчӗкки иккен.
Ӗҫ укҫипе парӑмлисене отрасльсем тӑрӑх та тишкерсе тухнӑ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ укҫи парӑмӗнчен пысӑк пайӗ — 2,3 миллионӗ — ял хуҫалӑх предприятийӗсене пырса тивет иккен. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелле мар та пулӗ — ку енпе лару-тӑру яланах ҫавӑн пек пулнӑ-тӑр.
Ҫитменнине халӗ ял хуҫалӑх отарслӗшӗн ӗҫҫи тапхӑрӗ пулнине шута илсен ӳпкелеме те йывӑр тейӗн. Анчах, мӗн тӑвӑн, ҫынсем айӑплӑ мар — вӗсене шалӑва вӑхӑтра тӳлемелле. Хӑш-пӗр чухне пуҫлӑхсене судпа айӑпласа та ӗҫ укҫине тӳллетерме тивет. Ав, Улатар районӗнчи, Аверьев фермера ҫапла айӑпланӑ хыҫҫӑн вӑл шӑкӑрттин кӑна хӑйӗн ӗҫченӗсене 2,2 миллион тенкӗ тӳлесе татнӑ.
Паян, авӑнӑн 16-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Улатӑр районӗнчи Илгышево ялӗнче 49 ҫулхи хӗрарӑмӑн кил-ҫур таврашӗнче мунча хыпса илнӗ пулнӑ. Пӑтӑрмах тухнӑ сӑлтавӗ вара — тӗрӗс мар вырнаҫтарнӑ тата япӑх ӗҫлекен хутмалли кӑмакапа мӑрьи.
— Мунча ҫунма тытӑннине кил хуҫисем хӑйсемех асӑрханӑ, тӳрех вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене чӗннӗ. Пушара кӗске вӑхӑтрах сӳнтерме пултарнӑ пулин те мунча тӗппипех ҫунса кайнӑ, — пӗлтереҫҫӗ республикӑри Раҫҫей ПУ ИӖМ пресс-службинче.
Каярахпа, 12:14 сехетсенче ИӖМ управленине тата тепӗр шӑнкӑрав килнӗ — Кивӗ Вӑрмар ялӗнче те мунча хыпса илнӗ иккен. Турра шӗкӗр, пӑтӑрмахра никам та сусӑрланман. Пушар сӑлтавӗ вара — электричество техникипе тӗрӗс усӑ курманнинче пулнӑ.
Ҫурлан 30-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗ хӑйӗн 389 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Паянхи куна ял 122 гектар лаптӑкра вырнаҫнӑ. Транспорт ҫыхӑнӑвӗ енчен ял тупӑшлӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. Сали витӗр чукун ҫул магистралӗ выртать, инҫех мар республика пӗлтерӗшлӗ «Йӗпреҫ–Улатӑр» урапа ҫулӗ вырнаҫнӑ.
Ялӑн ҫуралнӑ кунӗ нумай хӑнасене пуҫтарнӑ. Вӗсем валли ятарласа халӑх пултарулӑхӗн ал ӗҫӗсенчен ятарлӑ куравне йӗркеленӗ, харпӑр килте пеҫӗрне апат-ҫимӗҫен дигустацине ирттернӗ, суту-илӳ вырӑнӗсене йӗркеленӗ.
Савӑнӑҫлӑ уява Атрать ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Михеева Надежда Михайловна уҫнӑ. Улатӑр районӗн администраци пуҫлӑхӗ Романов Николай Григорьевич, Чӑваш Республикинчи патшалӑх канашлӑвӗн депутачӗ Ефремов Николай Николаевич, Улатӑр районӗн мухтавлӑ ҫынни, Гудов ялта пурӑнакан Виктор Михайлович ял ҫуралнӑ кунне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ ҫынсене уяв ячӗпе саламланӑ.
Ҫирӗпленнӗ йӗркепе ял тӑрӑхӗн администрацийӗ чи лайӑх вӗренекен шкул ачисене, спортсменсене, уйрӑм хуҫалӑхӑн пуҫлӑхӗсене, организаци тата учреждени коллективӗсене чысланӑ.
Республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф служби автоҫулсене юсассипе ирттернӗ аукциона пӗтӗмлетнӗ иккен. Асӑннӑ конкурсра ҫул-йӗр хӗррипе тимӗр карта тытакансене палӑртма тӗллев лартнӑ. Ҫак ӗҫе Шупашкар, Красноармейски, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Улатӑр районӗсенче пурнӑҫламалла-мӗн. Ун валли хыснаран 18,9 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр пулнӑ. Анчах аукциона хутшӑннӑ пилӗк предприятирен пӗри, «Металлоконструкция» комплекслӑ техника центрӗ» тулли мар яваплӑ общество, ӗҫе самай йӳнӗпе кӳлӗнме килӗшнӗ. Ҫапла вара вӑл республика хыснинчен ҫак ӗҫ валли малтанласа уйӑрма палӑртнӑ тупрана 40 процент перекетлеме май туса панӑ.
Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн чӑрмавсемсӗр ӗҫе вырнаҫасси — студентсен чи пысӑк ӗмӗчӗ. Ҫак ыйтӑва татса парас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем алӑ усми ӗҫлеҫҫӗ.
Кӑҫал Улатӑрти ӗҫ вырӑнне тупса пулӑшакан центра алла диплом илнӗ 30 студент ӗҫ ыйтма килнӗ. Служба пулӑшӑвӗпе 11 ҫамрӑк хӑйсен ӗҫ вырӑнне тупнӑ, вӗсенчен 9-шӗ — вӗренне специальноҫпа.
Ӗҫ тупса паракан центр техникум пӗтӗрнӗ 5 студента тата професси паракан училищинчен вӗренсе тухнӑ 4 ҫамрӑка «Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ» программӑпа ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. 8 организаци вӗренсе тухакан студентсене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ: «Мастерица» ТМЯО, «ФСК» АОУДОД, «Улатӑрти хут фабрики» ТМЯО, «Элетех савут» АУО, «АЗНХ» АУО, «Улатӑр сӗчӗ» ТМЯО.
Программӑна укҫапа тивӗҫтерессипе 44 209 тенкӗ тухса кайнӑ, ҫав шутри 32 845 тенкӗ — ӗҫ паракансен шалу тӳлес укҫа.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |